
Элӗк районӗнчи Шор-Пайраш ялӗнче ҫуралнӑ Лидия Тимофеева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Муркаш округӗнчи Шомикри интернатра пурӑнать.
Лидия Тимофеевнӑн ӗҫ стажӗ – 55 ҫул. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 14-ра пулнӑ. Аслисемпе тан колхозра сухаланӑ, тыр-пул пухса кӗртнӗ, каҫсерен вара салтаксем валли посылкӑсем хатӗрленӗ.
17 сул тултарсан ӑна Иваново облаҫне торф кӑларма янӑ. «Чӑваш хӗрӗсен резин атӑ та пулман, ҫӑпатапа ҫӳренӗ», - аса илет вӑл. Окоп чавнӑ ҫӗре те хутшӑннӑ вӑл. Торф кӑларнӑ ҫӗрте 11 ҫул тӑрӑшнӑ.
Ҫак ҫула ҫитсен та Лидия Тимофеевна таса ӑспа ҫӳрет, хаваслӑ пулма тӑрӑшать.

Муркаш районӗнче регионсен хушшинчи «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» фестиваль иртнӗ. Мероприяти ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Фестивале Йӳҫкасси таврашӗнчи «Хуртан вар» вӑрман уҫланкинче пуҫтарӑннӑ. Вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Анчах регионсен хушшинче ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.
Унччен асӑннӑ уҫланкӑра Акатуя пуҫтарӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра вырӑнти «Ударник» хуҫалӑха Платон Давыдов ертсе пынӑ. Халӗ унӑн ывӑлӗн, Александр Давыдовӑн (вӑл Депутатсен пухӑвӗн председателӗ) пуҫарӑвӗпе халӑх пултарулӑхӗн фестивальне ирттерме пуҫлас тенӗ.
Александр Платонович каланӑ тӑрӑх, ку тӑрӑхра унӑн, унӑн ашшӗ-амӑшӗн тата Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансен ачалӑхӗ иртнӗ. Апла пулсан ырӑ йӑла-йӗркене тытса пымалла. Вӑл иртнине хальхипе пӗрлештерекен кӗпер пулмалла.

Чӑваш Ен каллех «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Хальхинче конкурсра Шупашкар округӗнче Карачура лесничествинче ӳсекен Киремет-юман тупӑшать.
Юман — Кӑшавӑш ялӗнчен инҫех мар. Вӑл 300 ҫула яхӑн ӳсет. Ҫӳллӗшӗ – 30 метр. Унӑн пӗлтерӗшӗ те хӑйне евӗр: хӑв вӑхӑтӗнче унта чӑвашсем йӑла-йӗрке туса ирттернӗ, вӑл вӗсемшӗн сӑваплӑ йывӑҫ шутланнӑ.
Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать. Чӑваш юманӗшӗн сасӑлас тесен rosdrevo.ru сайта кӗрсе 73-мӗш номере тупмалла.
Аса илтерер: 2023 ҫулта Муркаш округӗнчи 327 ҫулти юман ҫӗнтернӗ, уншӑн 21571 ҫын сасӑланӑ.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра вӑрҫӑ ветеранӗсене (кунта вӑрҫа хутшӑннисем ҫеҫ мар, тылра ӗҫленисем те, блокадӑри Ленинградра пурӑннисем те, ача чухне фашистсен узникӗ пулнисем те кӗреҫҫӗ) саламлаҫҫӗ. Ӗнер Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем 106 ҫулти Мария Столяровӑна саламлама килне кайнӑ.
Мария Михайловна 1920 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 38 ҫул тӗрлӗ шкулта учитель пулса тӑрӑшнӑ. Малтан Етӗрне районӗнчи шкулсенче тимленӗ, кайран Шупашкарти 6-мӗш вӑтам шкулта ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗнӗ.
Кинемей паян Шупашкарта пурӑнать. Унӑн ача-пӑча ҫук, анчах ӑна тӑванӗн хӗрӗ тирпейлӗ пӑхса пурӑнать.

Муркаш округне ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Малашне пуҫлӑх пуканне Александр Иванов йышӑнӗ.
Ку должноҫе икӗ претендент пулнӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Александр Иванов тата «Муркаш» территори уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Кириллов.
Депутатсем Александр Ивановшӑн сасӑланӑ. Палӑртмалла: вӑл пуш уйӑхӗнченпе Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ.
Аса илтерер: унчченхи пуҫлӑх Александр Матросова тӗлӗшпе Мӑн Сӗнтӗрте тӑлӑхсем валли япӑх ҫурт-йӗр туяннӑшӑн явап тыттарма тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл должноҫрен кайнӑ.

Пӑрлӑ ҫумӑра, ҫил вӑйланнине пула республикӑри тӑватӑ округра – Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски тата Шупашкар округӗсенче – 58 ял ҫутӑсӑр юлнӑ.
Пӗтӗмпе – 33 социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект, 6,5 пин ҫурт, вӗсенче 15 пин ытла ҫын пурӑнать. Авариллӗ бригадӑсем вырӑна тухнӑ, ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫ хӑвӑртрах пытӑр тесе Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Мордва Республикинчен тепӗр 15 экипаж пулӑшма ҫитнӗ. Вӗсем Шупашкар, Муркаш, Красноармейски округӗсенче тата Ҫурҫӗр поселокӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Тӳре-шара лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Электроэнергие ҫывӑх вӑхӑтра пама шантарнӑ.

Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем кимӗри ӳсӗр арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унта вӑл кӑна мар, холодильник та пулнӑ.
Кун пирки хыпар ӗнер 18:53 сехетре дежурнӑй пульчӗ ҫине килнӗ. Муркаш округӗнчи Шомикри кимӗ станцийӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта юсавсӑр вӗрсе хӑпартнӑ кимӗре арҫын пулнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса ӑна шыраса тупнӑ.
Ҫитменнине, арҫын ӳсӗр пулнӑ иккен. Сӑнӳкерчӗке пӑхсан ҫакӑ паллӑ: кимӗре вӑл кӑна мар, холодильник та пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кимме ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Муркаш районӗнчи Калайкассинче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Ку мероприяти ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Фестиваль пирки Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Тӗрлӗ енлӗ пуян ҫак фестиваль кунта кӑҫал 10-мӗш хут иртрӗ.
Фестивалӗн пӗр пайӗ - «Тӑван кил-йышран хакли ҫук, тӑван чӗлхерен асли ҫук» ҫавра сӗтел.
Ҫавра сӗтеле хутшӑнса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен ӗҫтешсемпе чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе тунӑ пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калаҫрӑмӑр, ачасене тӑван халӑха юрӑхлӑ ӳстерес тесе малалла мӗнле ӗҫлемеллине сӳтсе яврӑмӑр», – хыпарланӑ чӑваш чӗлхи учителӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Мария Пигенешева паян 90 ҫул тултарнӑ.
Мария Борисовна Муркаш районӗнчи Мӑн Шашкар ялӗнче 1936 ҫулти ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ вӑл вӑхӑтри нумай танташӗнни пекех йывӑр килнӗ.
Паян кинемее Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Надежда Фёдорова (сӑнӳкерчӗкре сулахайри) пӑхса пулӑшать. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать, анчах хӗрарӑм хӑй те чирлет, ҫавӑнпа вӑл амӑшӗ валли социаллӑ ӗҫчен тытнӑ.
Мария Борисовна 18 ҫулта качча тухнӑ, ултӑ ача ҫуратнӑ, анчах виҫҫӗшӗ вилнӗ. 1959 ҫулта ҫемье Шупашкара куҫса килнӗ, пӳрт лартнӑ. Хӑй вӑл Шупашкарти заводсенчен пӗринче 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан арҫынсен мӑнастирӗнче кухньӑра 8 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ.

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫыннӑн ҫӗрне туртса илесшӗн.
Вырӑнти прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ чухне 2025 ҫулти раштав уйӑхӗнче Мӑн Сӗнтӗр арҫыннине нимле суту-илӳ ирттермесӗрех пахча валли тесе ҫӗр уйӑрса пани палӑрнӑ. Кӑштахран арҫын ку ҫӗре «уйрӑм хушма хуҫалӑх валли» тесе улӑштарнӑ, кӗҫех ӑна сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Саккун вара апла хӑтланма ирӗк памасть иккен. Ку вӑл ҫӗрпе саккуна пӑсса усӑ курни пулать.
Ҫӗре ятарлӑ йӗркене пӑхӑнмасӑр ҫынна пани саккуна пӑсни пулать, ун пек суту-илӳ килӗшӗвне пӑрахӑҫламалла, ҫӗре унӑн ҫӗнӗ хуҫинчен туртса илмелле тесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ.
